Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Муркаш районӗ

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем кимӗри ӳсӗр арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унта вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ.

Кун пирки хыпар ӗнер 18:53 сехетре дежурнӑй пульчӗ ҫине килнӗ. Муркаш округӗнчи Шомикри кимӗ станцийӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта юсавсӑр вӗрсе хӑпартнӑ кимӗре арҫын пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса ӑна шыраса тупнӑ.

Ҫитменнине, арҫын ӳсӗр пулнӑ иккен. Сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: кимӗре вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш районӗнчи Калайкассинче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ку мероприяти ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Фестиваль пирки Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Тӗрлӗ енлӗ пуян ҫак фестиваль кунта кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ.

Фестивалӗн пӗр пайӗ - «Тӑван кил-йышран хакли ҫук, тӑван чӗлхерен асли ҫук» ҫавра сӗтел.

Ҫавра сӗтеле хутшӑнса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен ӗҫтешсемпе чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӑмӑр», – хыпарланӑ чӑваш чӗлхи учителӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall630261094_6436
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Мария Пигенешева паян 90 ҫул тултарнӑ.

Мария Борисовна Муркаш районӗнчи Мӑн Шашкар ялӗнче 1936 ҫулти ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри нумай танташӗнни пекех йывӑр килнӗ.

Паян кинемее Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Надежда Фёдорова (сӑнӳкерчӗкре сулахайри) пӑхса пулӑшать. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать, анчах хӗрарӑм хӑй те чирлет, ҫавӑнпа вӑл амӑшӗ валли социаллӑ ӗҫчен тытнӑ.

Мария Борисовна 18 ҫулта качча тухнӑ, ултӑ ача ҫуратнӑ, анчах виҫҫӗшӗ вилнӗ. 1959 ҫулта ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ, пӳрт лартнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарти заводсенчен пӗринче 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан арҫынсен мӑнастирӗнче кухньӑра 8 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ҫӗрне туртса илесшӗн.

Вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ чухне 2025 ҫулти раштав уйӑхӗнче Мӑн Сӗнтӗр арҫыннине нимле суту-илӳ ирттермесӗрех пахча валли тесе ҫӗр уйӑрса пани палӑрнӑ. Кӑштахран арҫын ку ҫӗре «уйрӑм хушма хуҫалӑх валли» тесе улӑштарнӑ, кӗҫех ӑна сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.

Саккун вара апла хӑтланма ирӗк памасть иккен. Ку вӑл ҫӗрпе саккуна пӑсса усӑ курни пулать.

Ҫӗре ятарлӑ йӗркене пӑхӑнмасӑр ҫынна пани саккуна пӑсни пулать, ун пек суту-илӳ килӗшӗвне пӑрахӑҫламалла, ҫӗре унӑн ҫӗнӗ хуҫинчен туртса илмелле тесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче Китай ҫыннисем ҫухалса кайнӑ. Вӗсене инспекторсем пулӑшнӑ.

Вӗсем навигаторпа усӑ курса фурӑпа пынӑ, анчах вӑл ҫул ҫинчен аташтарса янӑ. Ҫапла Китай ҫыннисем Нискасси тата Елших ялӗсем патнелле кӗрсе кайнӑ та вӗтӗ чул сарнӑ ҫул ҫинче кӗрсе ларнӑ.

Китай ҫыннисене пулӑшма Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Алексей Филимонов тата Константин Кульков пулӑшма кайнӑ. Вӗсем онлайн-куҫаруҫӑпа усӑ курса вӗсене пулӑшнӑ. Китай ҫыннисем малалла кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑл кӳршине вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӳршипе вӑрҫӑнса кайнӑ. Хайхискер ӑна кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен пуртӑпа ҫапнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Арҫынна тӳрех тытса чарнӑ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза тӑваҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

 

Экономика
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Макаровсем патшалӑх укҫипе усӑ курса усламҫӑсем пулса тӑнӑ.

Ҫемье район центрӗнче, Муркашра пурӑнать. Социаллӑ контракт алӑ пусса патшалӑхран укҫа илме май пуррине илтсен арӑмӗпе упӑшки ку майпа усӑ курса юлас тенӗ. Халӗ Иван машинӑсем юсать, арӑмӗ Амиля ача-пӑча таварӗ сутакан лавкка уҫнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Иван уҫнӑ автосервис халӑхра та ырӑ ят ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ӑна ҫынсем шанаҫҫӗ, машинӑна тӗплӗ юсать тесе ырлаҫҫӗ. Вӑр-вар та чӗрӗ арҫын коллектива професси енчен аталанма пулӑшать, кулленхи ӗҫре ҫӗнӗлле тимлеме тӑрӑшнӑ май хальхи вӑхӑтри технологисене пурнӑҫа кӗртсе пырать, вӗсемпе усӑ курать.

 

Персона
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Муниципалитет хыснине те йӗркелет, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курма та вӗрентет», — ҫакӑн пек ырласа ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче. Кунта сӑмах Рената Ананьева пирки пырать.

Рената Ананьева Муркаш тӑрӑхӗн администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Профессири вӑрӑм кун-ҫулне вӑл совхозри тӗп бухгалтертан пуҫланӑ. Халӗ 35 ҫул ӗнтӗ Рената Иосифовна — финанс енӗпе пысӑк специалист.

Вӑл ертсе пыракан ушкӑн «Лучшее муниципальное образование России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ) конкурсра темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.

Рената Иосифовна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 10-мӗш фестиваль иртӗ.

Чӑваш Республикин Вӗрену институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале тӑватӑ енпе хутшӑнма май килӗ: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнса чӑвашла уроксем кӑтартса парӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Муркаш округӗнчи Ятман ялӗнче пурӑнакан Родионовсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне ачаранпах паллаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗр шкулта вӗреннӗ. Ун чухне, коридорта пӗр-пӗринпе ҫапӑнса иртсе кайнӑ чухне, ҫулсем иртсен ҫемье чӑмӑртасси пирки шухӑшламан та вӗсем.

Феликс Михайлович – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх интститучӗн пӗрремӗш выпускникӗ. Диплом илсен вӑл пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Роза Романовна вара медучилище пӗтернӗ, ФАПра, район пульницинче ӗҫленӗ.

Мӑшӑр икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун Родионовсен – 5 мӑнук, 4 кӗҫӗн мӑнук. Пӗр мӑнукӗ хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче медсестрара ӗҫлет.

Упӑшкипе арӑмӗ – 89 ҫулта. Ҫапах ахаль лармаҫҫӗ – кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_179744
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 111
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн писсемистла кӑмӑл. Халӗ таврари ҫынсем сире хирӗҫ, ҫавӑнпа чӑкӑлтӑш ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Агрессирен пӑрӑнӑр, хальлӗхе телевизорпа хыпарсем ан пӑхӑр, интерантра ан вулӑр.

Ҫурла, 20

1888
138
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
88
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
42
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть